Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Патша, хан тата элтапӑр

Ҫак виҫӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пӗрех, вӗсем ҫӗршыва, патшалӑха е эле тытса тӑракан ҫын тенине пӗлтереҫҫӗ. Анчах та вӗсенчен хӑш сӑмахӗ чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх пулнӑ-ши? Пирӗн шутпа, саманана кура, виҫӗ сӑмахӗ те пулнӑ пек туйӑнать. Анчах та «патша» сӑмах пуринчен те аслӑ пуль, Мӗншен тесен, хӗвелтухӑҫӗнче пурӑнакан тӳрк йӑхӗсен пирӗн эрӑчченех ҫак сӑмах пурри паллӑ. Акӑ, Г.П. Снесарев тӗпчевҫӗ хӑйӗн «Реликты домусульманских верований... кӗнекинче те патша (падшах) сӑмах пуррине ҫырать. Ҫак сӑмаха эпир Ю.А. Рапопортӑн «Из истории религии Древнего Хорезма» кӗнекинче те вулама пултаратпӑр. «Укажем еще, что записанный в Хорезме рассказ относительно существовавшегося здесь когда-то обычая оставлять стариков в пустынных местностях, дополняет любопытная подробность; «падшах» повелел собирать и захоронить кости».

1439–1498 ҫулсенче пурӑннӑ тӗпчевҫӗ Мирхонд VIII ӗмӗрти Хасарстанри ӗҫсем ҫинчеи ҫырнӑ чухне паллӑ ҫарпуҫне Парспике патша тесе чыслать. М.И. Артамонов «Хасарсен историйӗ» кӗнекинче ҫак ят турккӑсен «паша» сӑмахӗнчен пулман тесе ӑнлантарать.

Эппин, VIII ӗмӗрти хасарсен чӗлхинче патша та, хан (кахан) та пулнӑ. Хасарсемпе пӗр чӗлхеллӗ сӑварсем вара хӑйсен патшине элтапӑр тенӗ. Хӑшпӗр тӗпчевҫӗсем ӑна элтепер тесе калаҫҫӗ. Пирӗн шутпа вара элтепер мар, элтӑпар е альтапар темелле, ку вӑл эльре, патшалӑхра тапӑр тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ.

Юхма Мишши
Ылттӑн ҫӳпҫе. «Вучах» библиотеки, 1993. — 75 с.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-03-27 08:21:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5268 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем